Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кивӗ Ҫӗпрел

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче Тутарстанри куракансем чӑваш спектаклӗсене курса киленеҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Кӳршӗллӗ региона артистсем ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ.

Виҫӗ кунлӑх гастроль вӑхӑтӗнче чӑваш артисчӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван икӗ ӗҫне кӑтартма палӑртнӑ: Евгений Моисеев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Секрет волшебной комнаты» музыкӑллӑ квест-спектакле тата Алексей Дударевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ан пӑрахсам мана» спектакле.

Артистсем Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел тата Упи ялӗсене, Теччӗ хулине ҫитме палӑртнӑ.

 

Сывлӑх

Тутарстанри чӑваш тухтӑрне ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин чысланӑ. Раҫҫей ертӳҫи хушӑва раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта вӑл кӑшӑлвирус инфекцийӗпе кӗрешекен маттур тухтӑрсене «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.

«Савӑнса пӗлтеретпӗр, патшалӑх наградине тивӗҫнисен хушшинче пирӗн ентеш, чӑваш хӗрӗ Лия Сухачева (хӗр чухнехи хушамачӗ Шишкина) та пур. Лия Александровна Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, шкул хыҫҫӑн Киров хулинчи медицина институтӗнче вӗреннӗ», — тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫатра.

Тутарстанра ҫуралнӑ чӑваш хальхи вӑхӑтра Мускаври «Медси» компанисен ушкӑнӗн 1-мӗш номерлӗ клиника пульницин уйрӑмӗн ертӳҫи, терапевт пулса ӗҫлет.

 

Политика
Александр Шадриков
Александр Шадриков

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби.

Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ.

 

Н.Еграшкина сӑнӗ
Н.Еграшкина сӑнӗ

Ульяновск хулин «Губернаторский» Культура керменӗнче облаҫри чӑваш юрӑҫисен XI «Чӑваш шӑпчӑкӗ» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Юрӑҫсен ӑмӑртӑвне ертсе пыма Шупашкартан ятарласа «Асамат» ушкӑн ертӳҫи Леонид Антонов килнӗ. Валентина Тарават, Светлана Печникова пек искусство ӗҫченӗсем хутшӑнни мероприяти шайне ҫӗклерӗ.

Конкурса хутшӑнакан яшсемпе хӗрсен пултарулӑхне хак паракан сумлӑ жюри хушшинче Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем те пур. Ку, паллах, хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан тутарстансене хумхантарать те, хавхалантарать те. Пӗр сӑмахпа каласан мӑнаҫлӑх ҫуратать! Жюри председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн ертӳҫине Алексей Наумов композитора шанса панӑ. Куракансем хушшинче тӑхӑрьялсем нумай пулни сисӗнет.

Тутарстансем йышпа кӑна мар, талантпа та ирттереҫҫӗ. Конкурсантсен хушшинче Нурлат районӗнчен тухнӑ хӳхӗм юрӑҫ Катя Артемьева пултарулӑхӗпе палӑрчӗ. Чи савӑнмалли вара жюри пӗтӗмлетӗвӗнче пулчӗ. Гран-прине ҫӗнсе илекенӗ Пӑва районне кӗрекен Шемек ялӗнче ҫуралнӑ чиперкке Екатерина Карамзина пулчӗ. Вӑл Шемек тата Пӳркел ялӗсен шкулӗсенче вӗреннӗ, халӗ Ульяновскра авиаци институтӗнче пӗлӳ илет.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4346.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 11

1902
124
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1965
61
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
35
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
2006
20
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ